Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сывлăх кунĕсем _ сывлăхшăн

Чăваш Республикин министрсен Кабинечĕн 856-р №-лĕ Хушăвĕпе килĕшỹллĕн 2016 çулта кашни уйăхра Спортпа сывлăх кунĕсене йĕркелессине çирĕплетнĕ.

"Паттăр" физкультурăпа спорт комплексне уйăхра пĕрре тỹлевсĕр кĕме, хăвăра килĕшекен спорт вăййине выляма е шывра ишме пулать. Спортпа сывлăх кунĕсене февралĕн 20-мĕшĕнче, мартăн 19-мĕшĕнче, апрелĕн 23-мĕшĕнче, майăн 21-мĕшĕнче, июнĕн 18-мĕшĕнче, июлĕн 16-мĕшĕнче, августăн 13-мĕшĕнче, сентябрĕн 24-мĕшĕнче, октябрĕн 22-мĕшĕнче, ноябрĕн 19-мĕшĕнче, декабрĕн 10-мĕшĕнче ирттерме палăртнă.

Аса илтеретпĕр: спортпа сывлăх кунне кашни уйăхрах йĕркелесси 2014 çултанпа йăлана кĕнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 января 2016
10:10
Поделиться