Районта граждансене йышăнмалли кун
Декабрĕн 14-мĕшĕнче Раççей Президенчĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн пирĕн районта граждансене хăйсене кăсăклантаракан ыйтусемпе район администраци пуçлăхĕ Рудольф Селиванов, вырăнсенче вара ял кăлависем йышăнчĕç. Йышăну 12 сехетрен пуçласа каçхине 20 сехетчен пычĕ.
Районта йышăну пысăк хастарлăхпа иртсе кайрĕ. Мĕн пурĕ 56 çыннăн ыйтăвне сăмахпа каласа, 14-шăнне çырупа хуравланă. Пĕр хастара вара хăйĕн ыйтăвне татса пама республикăри Ĕç тата социаллă хỹтлĕх министерствипе çыхăнтарса калаçтарнă.
Хамăр корр.
"Авангард" (газета Батыревского района)