Росреестр пулăшăвĕсене _ НФЦ урлă
РОСРЕЕСТРĂН мĕнпур пулăшу ĕçĕсене районсенче нумай функциллĕ центрсенче илме пулать. Ку тĕлĕшпе республикăра 28 НФЦ ĕçлет. Нумай функциллĕ центрсенче куçман пурлăха патшалăх енчен регистрацилессипе, ăна патшалăх кадастр учетне илессипе, ытти пулăшусем парассипе тимлеççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа пурлăх çумне хывăнакан ирĕкĕсене патшалăх енчен регистраци тăвассипе НФЦсем 96 пин заявлени, е иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 30 процент ытларах йышăннă. Ку енĕпе ăнăçлă ĕçлекен районсем хушшинче Елчĕксемпе, Канаш хулипе, Йĕпреçсемпе юнашарах Патăрьелсен ячĕ те пур. Пирĕн район ĕçе 60 процента яхăн пурнăçланă.
"Авангард" (газета Батыревского района)