Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Анонс

Чỹк уйăхĕн 18-мĕшĕнче пĕтĕм республикăри пекех пирĕн районта та Пĕрлехи информкун иртет. Унăн теми _ Чăваш Республикинче çитес çул Ĕç çынни çулталăкне ирттересси çинчен (Чăваш Республикин Пуçлăхĕн кăçалхи авăнăн 7-мĕшĕнче йышăннă 119-мĕш номерлĕ Указĕ).

Çавăн пекех информаци кунĕнче 2015 çулхи раштавăн 14-мĕшĕнче граждансене йышăнмалли пĕтĕм Раççейри куна йĕркелес, Пĕтĕм Раççейри 2016 çулти ялхуçалăх Çыравне республикăра хатĕрленсе ирттерсе ярас ыйтусене те сỹт-се яваççĕ.

Информаци кунĕн ушкăнĕсем палăртнă графикпа килĕшỹллĕн вырăнсене тухса граждансемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулаççĕ, вĕсен ыйтăвĕсене хуравлаççĕ, харпăр-хăйне хумхантаракан ыйтусемпе йышăнаççĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 ноября 2015
14:34
Поделиться