Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкул юбилее хатĕрленет

 ТУÇАРИ вĕренỹ çурчĕ çитес уйăхра хăйĕн 175 çулхи юбилейне паллă тума хатĕрленет. Çак хушăра шкултан пиншер ача вĕренсе тухса пурнăç çулĕ çине тухма ĕл- кĕрнĕ. 400 ытла вĕрентекен вăй хуни те паллă. Шкул хăйĕн выпускникĕсемпе _ ученăйсемпе, педагогсемпе, инженерсемпе, çар çыннисемпе, спортсменсемпе, врачсемпе тата ыттисемпе те _ тивĕçлипех мухтанать.

Шкулта халĕ хăнасене кĕтсе илес енĕпе хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. Спорт зала тĕпрен юсанă-ха. Ачасем кĕркуннехи каникулта чухне коридор стенисене, маччана çĕнĕрен сăрланă. Хăш-пĕр алăксене улăштарнă. Ĕçĕсем татах та пур. Ушкăн вăйĕпе тирпей-илем тăвассине вĕçлесшĕнех кунти коллектив.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2015
14:18
Поделиться