Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

19ăн призер пулнă

Тутар Сăкăтĕнчи вăтам шкулти 5-11 классенче вĕренекенсем Раççей шайĕнче иртнĕ "Олимпус" олимпиадăна хутшăннă. Унта пурĕ 99 ача явăçнă. Алтай крайĕнчи Калининград хулинчи талантлă çитĕнекен ăрăва хавхалантаракан çамрăксен центрĕнчен тивĕçлĕ ĕçсемшĕн лауреат пулса сертификатсемпе дипломсене çĕнсе илнĕ. Шкулта вĕренекенсем тĕрлĕ предмета пĕлнипе палăрнă. Тăххăрмĕшĕнчи М. Мусин, Л. Хуснетдинова литературăпа, Э. Сабитовапа А. Куликов вырăс чĕлхипе, саккăрмĕшĕнчи А. Низметдинова, Л. Абитова, Р. Абянова та çак предметсемпех тăрăшса вĕреннине çирĕплетнĕ.

А. АБЯНОВА



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 ноября 2015
14:42
Поделиться