"Манăн чи лайăх урок"
_ Шăнкăртамсен чи лайăххи ОКТЯБРĔН 26-мĕшĕнче республика шайĕнче иртнĕ Пĕтĕм Раççейри учительсен професси маçтăрлăхĕн X-мĕш конкурсĕнче Шăнкăртамри Э. Феизов ячĕллĕ шкулти акăлчан чĕлхине вĕрентекен Чулпан Ишмуратова çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçнĕ. Конкурс икĕ этаппа иртнĕ, тỹресен тĕп членĕ _ Чăваш Республикин вĕрентỹ институчĕн кафедра заведующийĕ Юрий Лебедев. Тỹре членĕсем Чулпан ĕçне пысăка хурса хакланă. Халĕ Ч. Ишмуратова Мускав хулинче ноябрĕн 22-28-мĕшĕсенче иртекен конкурса кайма хатĕрленет. Унтан та эпир ăна çĕнтерỹпе таврăнма сунатпăр.
"Авангард" (газета Батыревского района)