Диспансеризаци тухма манас марччĕ
ДИСПАНСЕРИЗАЦИ вăраха кайма пултаракан чирсене иртерех тупса палăртма май парать. Çакă кашни çыншăн усăллă. Сиплевне те çийĕнчех илме пулать. Сахал тăкакпах çырлахатăн тата сывлăх та çирĕпленет.
Диспансеризаци витĕр 21 çул тултарнисем тухаççĕ. Тĕрĕслеве кашни виçĕ çулта пĕрре кĕмелле. Урăхла каласан сирĕн ỹсĕм çулĕ виççĕ çине пайланать пулсан больницăна утмалла. Тĕрĕслев тỹлевпе çыхăнман. Участокри врачсем кашнинех диспансеризаци тухмалли йĕркепе тĕплĕн ăнлантараççĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)