Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Килсе курăр курава!

РАÇÇЕЙРЕ октябрĕн иккĕмĕш вырсарникунĕнче Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Районта ăна кăшт каярах, хирти ĕçсене вĕçленĕ хыççăн, ирттереççĕ. Çăкăр туса илекенсене, выльăх- чĕрлĕх пăхакансене хисеплесе тата вĕсен ят-сумне, чыс-хисепне ỹстерес, çамрăксене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе Патăрьелĕнчи "Çăкăр" музейĕ октябрĕн 15-мĕшĕнче "Чыс та мухтав Сире, ĕç çыннисем!" ятпа курав йĕркелет. Унти экспонатсемпе кашни çын килсе паллашма пултарать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 октября 2015
13:52
Поделиться