Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Саламлани

Мăсăльман тĕнне ĕненекен районăн хисеплĕ çыннисем!

Сире пурне те Курбан-Байрам ячĕпе ăшшăн саламлатăп. Курбан-Байрам уявĕ авалхи культурăна каялла тавăрма, ырă йăла-йĕркене тытса пыма пулăшать. Çак кун чỹк туса мĕскĕнсене пулăшни, пĕр-пĕринпе тĕл пулса калаçни пурин чунĕнче те ăшăлăх, ырăлăх çуратать, кил-çурта тăнăçлăх парнелет. Ырă туни яланах каялла сăваплăхпа таврăнать. Эпĕ те сире таса та пысăк уяв ячĕпе саламланă май çумри çынсемпе килĕштерсе пурăнма, пĕр-пĕрне яланах пулăшма сунатăп.

Район администраци пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан М. КАЛМЫКОВ.

х х х

Ыран _ воспитательсемпе ача сачĕн ĕçченĕсен професси уявĕ. Çитĕнекен ăрăва тĕрĕс çул çине тăма пулăшакан, Тăван çĕршыва упрама тата юратма вĕрентекенсене чун-чĕререн саламлатăп!



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 сентября 2015
14:16
Поделиться