Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Шкул тăррине юсама 1 млн та 500 пин тенкĕ уйăрнă

 СЕНТЯБРĔН 7-мĕшĕнче пирĕн тăрăхра пăрлă çумăрпа çил-тăвăл алхасни пирки иртнĕ номерте çырса пĕлтернĕччĕ. Çак кун çил Тутар Сăкăтĕнчи çĕнĕ шкул тăррине сỹсе ывăтнă. Ачасене вĕренỹрен ан юлччĕр тесе Алманчă, Сăкăт тата ытти çывăхри шкулсене вырнаçтарнă. Сентябрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлакан Михаил Игнатьев хушăвĕпе Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин Министрсен Кабинечĕн резерв фондĕнчен шкула юсама 1 млн та 500 пин тенкĕ уйăрмалли приказа алă пуснă. Халĕ шкулта "Булат" пĕрлешỹн 2 бригади ĕçлет. Çывăх вăхăтрах вĕренекенсем хăйсен класĕсене таврăнасса шансах тăратпăр.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 сентября 2015
08:34
Поделиться