Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Юрăсем кĕввипе те, сăмахĕпе те чуна тыткăнланă

 Мусульман тĕн йăли-йĕркине тытса пыракансем Каçал тăрăхĕнчи Урмаелне çỹлти Туррăмăра мухтаса юрлакансен "Арт-Мадхия" фестивале пĕрремĕш хут пуçтарăнман. Регионсем хушшинче йĕркелекен пысăк шайри форума хальхинче те икçĕре яхăн юрă ăсти хутшăннă. Вĕсем хушшинче çамрăксем те, çулланнисем те пур. Сцена çинчен кĕввипе çеç мар, сăмахĕпе те чуна тыткăнлакан юрăсене итлеме те кăмăллă. Тỹре членĕсене артистсен пултарулăхне хак пама çăмăл пулманни каламасăрах паллă. Çапах та çивĕч тупăшура Гран-прие пирĕн Шăнкăртамри Найля Рязапова çĕнсе илни пысăк çĕнтерỹ, савăнăç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
26 августа 2015
10:19
Поделиться