ИкКĕМĕШ ВЫРĂН ТА САВĂНТАРАТЬ
Сывлăх кашни çыннăн чи пысăк пуянлăхĕ пулнине пурте пĕлетпĕр ĕнтĕ. Ăна упрамаллине те асра тытмалла пирĕн. Вăхăтран-вăхăта больницăна кайса диспансеризаци тухмалла. Врач патĕнче йышăнура пулни хамăршăнах усăллă. Хăш специалист патне кĕмелли вара иккĕлентермест. Регистратурăра кирлĕ çĕре кайма пулăшаççех. Хăйсен ĕçне пĕлеççĕ кунти ĕçченсем. Ахальтен мар республикăри сывлăх, социаллă аталану министерстви ирттерекен "Поликлиника начинается с регистратуры" конкурса хутшăнса 179 балл пухма пултарчĕç. Пурĕ 21 медицина учрежденийĕ пулчĕ тупăшура. Патăрьелсем вара "Район больницинчи чи лайăх регистратура" номинацире иккĕмĕш вырăна тухрĕç.
А. ИВАНОВА