Шупашкарăм, шурă Шупашкарăм, Эс Европăшăн ют мар!
Июнĕн 20-21-мĕшĕсем Чăваш Еншĕн тепĕр пулăмпа _ Шупашкарта çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ иртнипе _ палăрса юлчĕ. Спорта кăмăллакансемшĕн тата уншăн чун-чĕререн çунакансемшĕн, çавăн пекех ыттисемшĕн те вăл нумайлăха асра пуласси куç кĕретех. Стадионти халăх хамăрăн командăна кăшкăрса, шăхăрса, алă çупса çĕнтерме пулăшрĕ. Пĕрлехи вăй вара чăннипех те çитĕнỹсем тума май парать.
Июнĕн 20-21-мĕ- шĕсенче Чăваш Енĕн тĕп хулинче _ Шупашкарта _ çăмăл атлетика командисен Европа чемпионачĕ иртрĕ. Чемпионат пирки сире "Авангард" хаçатăн эконномика пайĕн пуçлăхĕ Ольга Павлова паллаштарать. Пирĕн журналист та ытти калем ăстисем- пе пĕрлех унăн ĕçне хутшăннă.
Каçхи Шупашкар питĕ хитре.Июнĕн 19-мĕшĕнче вара вăл тата та чиперленчĕ. Савăнăçлă лару-тăрура каçхи сакăр сехетре, Хĕрлĕ Лапамра, çăмăл атлетикăпа Европа чемпионачĕ уçăлчĕ. Унта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçласа пыракан Михаил Игнатьев, Европăри çăмăл атлетика ассоциацийĕн президенчĕ Свейн Арне Ханс, Пĕтĕм Раççей федерацийĕн çăмăл атлетика президенчĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Вадим Зиличенок, ВФЛА генеральнăй директорĕ, оргомитет директорĕ Михаил Бутов, Чăваш Республикин спорт министрĕ Сергей Мельников, Шупашкар хулин мэрĕ Леонид Черкесов хутшăнчĕç.
Чăваш халăхĕ спорта яланах юратнă. Ака-суха вĕçленсен ирттерекен акатуйра тата ытти уявсенче пултаруллă та вăй питти каччăсемпе арçынсем хăйсен вăйĕсене виçнĕ. Мероприятие уçнă чухне театрализациленĕ кăтартура шăпах историпе тата йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Унтан ялав йăтакансем ăмăртăва хутшăнакан кашни çĕршывăн ялавне илсе тухрĕç, çакăн хыççăн çăмăл атлетикăн Европăри ассоциацийĕн ялавне хăпартрĕç.
Спортсменсене, хăнасене, пухăннă çынсене Михаил Игнатьев ăмăрту пуçланнă ятпа саламларĕ, çăмăл атлетикăн Европăри ассоциацийĕн ертỹçине турнира Чăваш Республикинче ирттерме май туса панăшăн тав турĕ. Çăмăл атлетика республикăра анлă сарăлнине пĕлтерчĕ. Свейн Арне Хансен Чăваш Ен спортпа туслине, Шупашкар "хăвăрт утакансен çурчĕ" пек палăрса тăнине асăнчĕ.
Европа чемпионатне 12 çĕршыв спортсменĕсем хутшăнчĕç. Раççейĕн пĕрлештернĕ командинче пирĕн республика хĕрĕ Анжелика Сидорова та пулчĕ.
Июнĕн 20-мĕшĕ. Кăнтăрла 12 сехет. Европа чемпионачĕ пуçланиччен тата виçĕ сехет пулсан та "Олимпийский" стадион кĕрлесе çеç тăчĕ. Курма килекенсем республикăри организаци-предприятин продукцийĕсене, ăмăрту паллиллĕ сувенирсене туянма пултарчĕç. Волонтерсем вара хăйсем патне ыйтупа пыракансене ăнлантарса тăчĕç. Ăмăртăва тĕплĕн ха- тĕрленни кашни утăмрах си- сĕнчĕ.
Чемпионат шăп та лăп палăртнă вăхăтра пуçланчĕ. Стадионта ăмăртăвăн темиçе тĕсĕ те _ чупасси, шăчăпа сикесси, диск, йĕтре ывăтасси, инçĕшне сикесси... _ харăсах пычĕ. Пурне те сăнаса ларма чăннипех те питĕ кăсăклă. Чун-чĕре хавхаланăвĕ хăвăн куçупа курнă чухне, телевизорпа пăхнипе танлаштарсан, питĕ пысăк иккен. Хамăрăн спортсменсем старта тухсанах "чирлекенсем" кĕрлесе каяççĕ. Кашнийĕ хăйĕн вăйне пама хатĕр пулнăн туйăнать. Спортсменсем те халăх шанăçне тỹрре кăларма тăрăшса ăмăртрĕç. Командăна пĕрремĕш очко спринтерсем парнелерĕç. 100 метра чупассипе Великобританинчен килнĕ Аша Филипа çитекенни пулмарĕ. Пирĕн спортсменка Елизавета Демирова финиша пиллĕкмĕш çитрĕ, çапла майпа 8 очко пулчĕ. Шел пулин те, арçынсем малтисен шутне лекеймерĕç.
Çĕнтерĕвĕн пĕрремĕш 12 очкине команда капитанĕ Екатерина Конева виçĕ хут сикессипе илсе килчĕ.
Шăчăпа çỹллĕшне сикессине пăхса ларма та питĕ интереслĕ пулчĕ. Çитменнине Раççей чысне хамăрăн ентеш Анжелика Сидорова хỹтĕлерĕ. Вăл малтанхи çỹллĕшсене çăмăллăнах парăнтарса пычĕ. 4.70 чухне виçĕ спортсменка кăна тăрса юлчĕç. Анжелика пĕрремĕш хутĕнчех урлă каçрĕ, 4.75-е вара сиктерме шутларĕ. Шел пулин те, 4.80 уншăн йывăртарах пулчĕ (шăпах вăл сикнĕ чухне çил вĕрчĕ), çапла майпа Германинчен килнĕ спортсменка пĕрремĕш тухрĕ, Анжелика иккĕмĕш йышăнса командăна 11 очко пачĕ.
Александр Меньков инçĕшне, Даниил Цыплаков çỹллĕшне сиксе çĕнтерсен "чирлеме" пынисем алă çупма, шăхăрма пуçларĕç. Кашнийĕ хăй савăннине кăтартасшăн пулчĕ. Чемпионатăн пĕрремĕш кунĕ эстафетăпа вĕçленчĕ. Пĕтĕм очкосене пухса шутласан Раççей команди _ пĕрремĕш, иккĕмĕшĕнче _ Германи, виççĕмĕшĕнче Франци йышăнни паллă пулчĕ. Ăмăртăвăн иккĕмĕш кунĕ те питĕ хĕрỹ иртрĕ. Шăрăх çанталăк спортсменсене те, спорта кăмăллакансене те хăратаймарĕ. Хĕвел хăйĕн хĕрỹлĕхне пĕр шелсĕр сапаларĕ пулин те 15 пин çын вырнаçмалăх трибуна туллиех пулчĕ. Чи пысăк очкосем Сергей Шубенков (110 м.б), Мария Кучина (çỹллĕшне сикессипе), Дарья Клишина (инçĕшне сикессипе), Анна Щагина (чупассипе) тата хĕрарăмсен команди эстафета чупса (Алена Мамина, Ксения Задорина, Ксения Рыжова, Мария Михайлюк) пухрĕç.
VI Европа чемпионачĕн турнир таблицинчен çакă паллă: Раççей _ 368,5 очко, Германи 346,5, Франци _ 319,5, Польша _ 317,5, Великобритани _ 291, Итали _ 288, Украина _ 281,5, Испани _ 230,5, Белорусси _ 217, Швеци _ 187, Финлянди _ 149,5, Норвеги 121 очко пухнă. Раççей команди пĕрремĕш вырăнта!
Европа чемпионачĕн иккĕмĕш кунĕнче пирĕн республикăна Раççей спорт министрĕ Виталий Мутко та килнĕ. Ăмăртусем пуçланиччен Чăваш Республикин пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçакан Михаил Игнатьевпа пĕрле вăл "Росинка" физкультурăпа сывлăх центрне çитсе курнă, Раççейĕн пĕрлештернĕ командин членĕсемпе, тренерĕсемпе курнăçнă. Велоспортăн маунтинбайк енĕпе хатĕрлекен регион центрĕпе, Пăр керменĕпе, "Олимпийский" стадионти çĕнетнĕ тренировка стадионĕпе паллашнă. Кайран ăмăрту курнă.
"Историнче çакă чи лайăх команда чемпионачĕ пулнине палăртрĕ Европа ассоциацийĕн президенчĕ. Ку хаклава тĕрĕс тесе шухăшлатăп. Паян эпир регионсене пысăк статуслă ăмăртусем ирттерме те шанатпăр, _ тесе пĕлтернĕ Виталий Мутко. _ Çĕнетнĕ стадион, тулли трибуна _ çаксем пурте уяв сĕмне кĕртрĕç. Шупашкара çăмăл атлетикăн Европăри пур çăлтăрĕ те хутшăнчĕ. Августра иртекен çĕршыв чемпионатне те паллă спортсменсем килĕç. Шупашкар европăри çăмăл атлетикăн тĕп хули пулса тăчĕ тесен те йăнăш мар.
Пирĕншĕн чемпионат питĕ пĕлтерĕшлĕччĕ, мĕншĕн тесен эпир Европăра çăмăл атлетикăпа лидерсенчен пĕри. Манăн шухăшпа, ăмăртăва пĕлсе йĕркелени, куракансем тĕрев пани, "чирлекенсен" ту-йăмĕ пирĕн ачасене çĕнтерме пулăшрĕ. Хăшĕ-пĕри хăйсен рекорчĕсене турĕç, теприсем çĕнетрĕç. Раççей спорт картти çинче тата тепĕр хула, пысăк спорт ăмăртăвĕсене ирттерме пултараканни, хутшăнчĕ. Ахальтен мар ĕнтĕ кунта Раççей чемпионачĕ _ тĕнче шайĕнчине квалификацилекен суйлав _ пулать. 2016 тата 2018 çулсенче хăвăрт утассипе тĕнче чемпионачĕ иртмелле. Халь тата малашне Шупашкара мĕнле спорт пулăмĕсене ирттерме парасси пирки шухăшлатпăр. Кунта чăннипех те чунпа, энтузиазмпа ĕçлекенсем пурăнаççĕ. Чи лайăххи вара _ уçă кăмăллă, пур спортсмена та хавхалантаракан халăх. Вĕсем чăннипех те илемлĕ спортшăн çунаççĕ. Ăмăртăва хутшăнакансене пурне те тав тăвас килет. Эпир Раççей чысне çĕклессишĕн пурне те турăмăр. Европăна Раççей вăл Мускав тата Питĕр хулисем кăна маррине, Раççей нумай нациллĕ пысăк патшалăх пулнине кăтартрăмăр. Çакă пирĕншĕн питĕ пĕлте- рĕшлĕ".