Сĕт хакĕ пурин те пĕрешкел, анчах пĕлтĕрхинчен пĕчĕкрех
РАЙОН администрацийĕн ял хуçалăх, экологи, экономика тата пурлăх хутшăнăвĕсен пайĕн специалист-эксперчĕсем хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, паянхи куна ял тăрăхĕсенче сĕтĕн вăтам хакĕ пĕр литрĕ 13 тенкĕ. Ку тĕлĕшпе Шăнкăртамсем çеç продукцине пĕр тенкĕ йỹнерех сутаççĕ. Иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан вара сакăр ял тăрăхĕнче сĕт хакĕ пĕр тенкĕ чакнă.
"Авангард" (газета Батыревского района)