Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăнупа хурлăх кунĕ чĕререн тухмĕ

 1941 ÇУЛХИ июнĕн 22-мĕшĕ пирĕн çĕршыв историйĕнче çырăнса юлнă хурлăх кунĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçланнă саманта ас тăвакансем _ аслă ăрури çынсем, ветерансем _ çулран-çул чакса пыраççĕ пулин те пысăк суран нихăçан та чĕресенчен тухмĕ. Историнче йĕр хăварнă паллăна пирĕн ырă малашлăхшăн, хăйсен пурнăçне вăхăтсăр татнисене асра тытса асăнмалли кун тесе паллă тăватпăр.

Район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов хăйĕн сăмахĕнче йывăр вăрçă çулĕсенче ырми-канми тăрăшнă хастарсене, вăрçă ветеранĕсене тав тăвать, пурне те ăнăçу сунать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 июня 2015
10:40
Поделиться