Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сусăррисем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă

ПАЯН районти инвалидсен обществинче тăватçĕр ытла çын шутра. Вĕсем хушшинче çулĕпе аслисем те, вăтаммисем те, шел пулин те, ачасем те пур. Тĕрлĕрен сăлтавпа е шăпапа сусăррисен йышне кĕнĕскерсем, чылай чухне хăйсене ыттисенчен кая мар туйса ĕçлеççĕ те, канаççĕ те, савăнаççĕ те... Сăмахран, çак кунсенче Шупашкарта инвалидсен республикăри обществи йĕркеленĕ "Эпĕ _ автор" пултарулăх фестивальне хутшăннă пысăк чунлă (çаплах калас килет) хастарсем хăйсен сцена ăсталăхне питĕ маçтăр кăтартнинчен тỹре членĕсем çеç мар, куракансем те тĕлĕнмеллипех тĕлĕннĕ. Пирĕн район чысĕпе сумне вара Сăкăтри С. Нрти юрăç тата Нăрваш Шăхалĕнчи В. Бородкин ертсе пыракан "Утмăлтурат" ансамбль хỹтĕленĕ, культура мероприятине хутшăннăшăн Тав хутне те тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 июня 2015
10:41
Поделиться