Спортсменсене вăй пама хатĕрленĕр!
ÇЫВХАРСА килекен канмалли кунсенче Шупашкарти "Олимпийский" стадион тĕнчери паллă спортсменсемпе çеç мар, спортăн тĕрлĕ енĕпе "чирлĕ" хастарсемпе те лăк тулли тулĕ. Аса илтеретпĕр: пирĕн районтан çеç ятарласа билет сутнă çынсем виççĕр ытла. Унсăр пуçне ăна хăйсен пуçарулăхĕпе туяннисем те пурах. Урăхла каласан, çăмăл атлетика енĕпе Европа чемпионатне хутшăнакан хамăр спортсменсене çĕнтерме, вăй-хăват пама кăмăлтан хатĕрленер.
"Авангард" (газета Батыревского района)