Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сирĕн юн пусăмĕ пысăк мар-и?

 2015 çула Раççейре чĕре тата юн тымарĕсен чирĕсемпе кĕрешмелли çулталăк тесе ят панă. Çавна май Патăрьелĕнчи тĕп больницăра та, врач амбулаторийĕнче те пациентсен, сиплев учрежденине килен-каянсен, коллективри ĕçченсен юн пусăмне тĕрĕслесе тăрас ĕçе йĕркеллĕ туса пыраççĕ. Район центрĕнчи врач амбулаторийĕн медицина сестри Е. Александрова хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, вĕсем кашни кĕçнерникунах вырăнсене тухса çынсен сывлăхĕпе кăсăкланаççĕ, юн пусăмне тĕрĕслеççĕ, кирлĕ сĕнỹсем параççĕ. Иртнĕ уйăхра çеç шурă халатлисем иккĕмĕш вăтам шкулта, ял тăрăхĕпе "Батыревское" хуçалăхра, "Мастер" тулли мар яваплă обществăра, "Авангард" хаçат редакцинче пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 июня 2015
13:35
Поделиться