Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Патăрьелсен хĕрĕсем те, каччисем те тĕлĕнтернĕ

НУМАЙ пулмасть Пушкăрт Республикинчи Салават хулинче йывăр атлетикăпа шкул ачисем хушшинче Раççей шайĕнчи спартакиадăн виççĕмĕш этапĕ иртнĕ. Çакнашкал пысăк ăмăртуран Патăрьел спортсменĕсем те айккинче юлман. Нăрваш Шăхалĕнчи Александр Адикинпа Алина Шайманова (тренерĕ А. Давыдов) хăйсен виçе категорийĕсемпе пĕри пĕрремĕш, тепри иккĕмĕш вырăн йышăннă. Спартакиада финалĕ çывăх вăхăтра Анапăра иртмелле. Пирĕн спортсменсем унта та хутшăнĕç.



"Авангард" (газета Батыревского района)
03 июня 2015
10:40
Поделиться