Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Аслă Чемен чиперкки Чăваш Енте чапа тухнă

КУ ЧУХНЕ районта çеç мар, республикăра та вĕренекенсем хушшинче тĕрлĕрен темăпа ăмăртусем, ăс-тăн тупăшăвĕсем час-часах иртеççĕ. Çĕнтерỹ 70 çул тултарас умĕн çеç РФ Следстви комитечĕн Чăваш Енти следстви управленийĕ "Эпĕ ас тăватăп! Эпĕ мăнаçланатăп!" ятпа видеоĕçсен конкурсне пĕтĕмлетнĕ. Телейлисен хушшине вара пирĕн район чиперкки, Аслă Чементи вăтам шкулта вуннăмĕш класра вĕренекен Кристина Убаськина та çакланнă. Комиссине хак пама тăратнă аллă ĕçрен Шăхачри Феоктист Александрович Васильевпа хатĕрленĕ интервью шухăшĕпе те, пахалăхĕпе те, ытарлăхĕпе те уйрăлса тăнăранах унăн творчествине тỹресем пысăк хак панă, хĕрача пакунлисен аллинчен ятарлă парнене илме тивĕçнĕ. Тулли савăнăçа унăн ертỹçи, ăна пулăшаканĕ Надежда Васильевна Кошелева учительница та пĕрлех пайлама тивĕçлĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
16 мая 2015
11:39
Поделиться