Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Ачасемшĕн, вĕсен малашлăхĕшĕн нимĕн те шел мар

МАРТĂН 13-мĕшĕнче Чăваш Енте старт илнĕ "Ачасемшĕн, ачасен ячĕпе" ыркăмăллăх марафонĕ малалла пырать. Чылай çул ĕнтĕ çамрăк талантсене хавхалантарма, сывлăх тĕлĕшĕнчен сусăр, ашшĕ-амăш хỹтлĕхĕсĕр ỹсекен ачасене пулăшас тĕлĕшпе çакнашкал акци йĕркелеççĕ. Пирĕн районти ĕç коллективĕсем те кун пек сăваплă ĕçрен айккинче юлмаççĕ. Ку тĕлĕшпе районти ветеринари службин ĕçченĕсем кашнийĕнчех ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Хальхинче те выльăх-чĕрлĕх чирĕпе кĕрешекен ăстасем ятарлă счет çине 15800 тенкĕ укçа куçарса пама та ĕлкĕрнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
30 апреля 2015
14:57
Поделиться