Ăш сăмах калăр, саламлăр!
ТĂВАН çĕршывшăн пысăк пĕлтерĕшлĕ уяв çитиччен икĕ эрне çеç юлчĕ. Çывхарса килекен Çĕнтерỹ кунĕ ячĕпе ăшă саламсене вара СМСпа çеç мар, чун-чĕререн тухакан сăмахсемпе саламлама та вăхăт çитсе пырать. Çакна шута илсех ĕнтĕ "Ростелеком" компани апрелĕн 25-мĕшĕнчен пуçласа майăн 10-мĕшĕччен Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин участникĕсемпе инваличĕсене тỹлевсĕр çыхăну туса парать. Ветерансем пĕрле службăра пулнисене, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнче пурăнакан çывăх тăванĕсемпе, пĕлĕшĕсемпе çак тапхăрта сехет ытла та, 70 минут таран, калаçса чуна пусарма пултараççĕ. Çакнашкал çăмăллăхпа пĕрлех ветерансен чи çывăх çыннисене телеграмма ярса та парне тума май пур.