Вырăнти хăй тытăмлăх кунне халалланнă
Апрелĕн 21-мĕшĕнче иртекен вырăнти самоуправлени кунĕ календаре кĕртнĕ çĕнĕ уявсенчен пĕри. Çак ятпа Сăкăтри культура çуртĕнче вырăнти хăйтытăмлăх кунĕ ячĕпе пуху иртнĕ.
Пухăва район администраци пуçлăхĕ Н. Глухов, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ П. Никифоров, ял тăрăх пуçлăхĕсем, старостăсем, уйрăм хастарсем те хутшăннă. Мероприятире Сăкăт ял тăрăх пуçлăхĕ С. Толстов вырăнти администраци ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарнă хыççăн пухăва хутшăннисене Петр Николаевич саламланă. Патшалăх шайĕнчи "халăх тарçи" çитĕнекен ăрăва воспитани парас ĕçри, çамрăксене пирус туртассинчен тата эрех ĕçессинчен хỹтĕлесе пурнăçламалли проблемăсем пирки чарăнса тăнă, пĕчĕк тата вăтам бизнеса патшалăх шайĕнче аталантармалли йĕркесене палăртнă.
Район администраци пуçлăхĕ Николай Глухов хăйĕн сăмахĕнче вырăнти самоуправлени институчĕн пĕлтерĕшне хак парса йышăннă ятарлă кун çĕнĕ уяв пулнăран, влаç органĕн сотрудникĕсен пур енлĕ анлă тавракурăмлă, ĕçре матур пулни пĕлтерĕшлине каланă, пурне те çак уяв ячĕпе саламланă. Тĕрĕсех, халăхпа пĕр чĕлхе тупса ĕçлес, уншăн ырă улшăнусем тăвас тесен ял кăлавин, сăмахран, строительтен пуçласа медработ е ытти специалист таранах лайăх ăста пулни кирлĕ.
Пухура райадминистрацин организаципе тĕрĕслев, право тата кадр ыйтăвĕсемпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ С. Торговцев районти самоуправлени органĕн ĕçĕ-хĕлĕ тата малашлăх планĕсем, районти территори суйлав комиссийĕн председателĕ Н. Емелина 2015 çулхи сентябрĕн 13-мĕшĕнче вырăнти хăйтытăмлăх орга- нĕсен тата Чăваш Республикин Пуçлăхĕн суйлавне хатĕрленсе ирттерсе ярасси пирки тухса калаçнă. Кунтах Шăнкăртамри Обществăлла Канаш членĕ Р. Купкенов, Туçа тата Турхан ял тăрăх пуçлăхĕсем Н. Перепелкинпа А. Сымов хăйсен ĕç опычĕ-пе паллаштарнă.
Пухура Сăкăт ялĕнчи тыл хастарĕсене Аслă Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине халалласа кăларнă юбилей медалĕсене парса чыс тунă.
Хамăр корр.