Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Турнир вун саккăрмĕш хут иртрĕ

Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта Надежда Прохорова парнисене çĕнсе илессишĕн 8-11 классем хушшинче йăлана кĕнĕ волейбол турнирĕ иртрĕ. Унта 8 команда хутшăнчĕ. Финалта пĕрремĕш вырăншăн 9в тата 11а классем вылярĕç. Кĕçĕнреххисем 2:1 шутпа çĕнтерчĕç. Иккĕмĕш вырăна 11а тухрĕ. Виççĕмĕшне 10 класс команди йышăнчĕ. Çĕнтерỹçĕсемпе призерсем дипломсене, медальсене, парнесене тивĕçрĕç. Турнирăн чи лайăх выляканĕ А. Воробьева пулчĕ. 10 класри А. Маркова тата В. Чернова, 9в классем хăйсен ăсталăхне кăтартрĕç. Саккăр- мĕшсем те маçтăрлăхпа палăрчĕç.

В. ПАДИСОВ



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 апреля 2015
10:36
Поделиться