Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Палăк ан пултăр тайлăк

Çĕршывăмăр питĕ чап-лă та сумлă уява _ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Çĕнтерỹ тунăранпа 70 çул çитнине хатĕрленет. Истори пĕлтерĕшлĕ мероприятие чыслăн та хисеплĕн ирттерсе ярасси, пирĕн хушăмăрта вăрçă ахрăмне паянхи кунччен чĕрĕ палăк евĕр упракан ветеранăмăрсене пуç тайса чун-чĕререн тав тăвасси пирĕн _ чĕррисен_ таса тивĕçĕ. Унпа пĕрлех çĕршыв пуласлăхĕшĕн кĕрешсе тăван ял масарне кĕреймен паттăр салтаксене 70 çул иртнĕ хыççăн тепĕр хут ятран асăнасси, вĕсен ячĕпе лартнă палăксемпе обелисксене çĕнетсе сăн кĕртесси, ун йĕри-таврашне капăрлатасси те паян пирĕн, чĕррисен совеçех. Майăн 9-мĕшĕ тĕлне районти 46 ялтан пĕринче те (56 ялта çавăн чухлĕ палăк) тайлăк, ишĕлчĕк е тĕсĕ кайса пĕтнĕ палăк ан пултăр.

Ку чухне чылай чухне ырă ĕç тăвас тĕллевпе чуна витерекен сăмахĕсене чĕлхерен вĕçертетпĕр пулин те, майне-шывне тупнă чухне такăнатпăр: вырăнти администрацин хысни чухăн, укçа-тенкĕ çитмест е вăл пачах та çук. Мĕн тумалла? Халĕ, акă, çĕнтерỹ кунĕччен ветерансемпе, ял халăхĕпе пĕрле митинг ирттермелли сăваплă вырăна çанă тавăрсах юсамалли хĕрỹ вăхăт темелле. Хăш-пĕр ял тăрăхĕсенче ку тĕлĕшпе "пăр" тапраннă-ха. Кăлавасем укçа-тенкĕпе пулăшакан хастарĕсене те, ĕçлесе савăнтаракан ăстисене те тупнă. Ку тĕлĕшпе Кзыл Чишмасем, Шăнкăртамсем, Çĕньялсем тата ытти хăш-пĕр администрацисем пуçарулăх кăтартнине те палăртмалла.

Шухăшăма малалла тăсса манăн çакна та палăртса хăварас килет. Паян пирĕн районта вăрçă синкерлĕхĕ ас тивмен çемье çук та пулĕ. Пĕрисен ашшĕ, теприсен аслашшĕпе кукашшĕ, виççĕмĕшĕсен пиччĕшĕпе аппăшшĕ е тата ыттисем çичĕ ютра выртса юлнă е хыпарсăр çухалнă. Хамăр тăванăмăрăн канлĕхĕшĕн чиркỹре çурта çутнипе пĕрлех ялти палăк çине çырăннă ячĕ нумай çуллăха упрантăр, никам та ан манăçтăр тесе администраци пуçарăвне хапăлласа кĕмĕлне кашниех кăмăлтан кăларса пани сăваплă та, пархатарлă та. Ырă патне утăм тума вара кая юлман-ха. Чунсене çемçетер те кар тăрса кашни палăка юбилей сĕмне кĕртер, Çĕнтерỹ кунне чаплăн ирттерер.

Н. МАЗЯКОВА, "Авангард" хаçатăн тĕп редакторĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 апреля 2015
10:21
Поделиться