Фестивальтен пушă алăпа таврăнман
ШĂНКĂРТАМРИ пĕрремĕш вăтам шкулти ачасем час-часах республика шайĕнче йĕркеленĕ конкурссене хутшăнаççĕ. Хальхинче те Шупашкарти культура училищинче ялти çамрăксен художество пултарулăх ăсталăхне хаклас тĕлĕшпе йĕркеленĕ "Хавхалану" фестиваль вĕсемшĕн пĕр йĕрсĕр иртмен. Хăйне евĕр çивĕч тупăшура халăх инструменчĕсен "Тамчы" ансамблĕ (ертỹçи А. Абитова), ташă ушкăнĕсенчен Т. Торговцева ертсе пыракан "Биляр" ушкăн, вокал пултарулăхĕпе вара А. Негмятуллов (ертỹçи А. Абитова) фестиваль лауреачĕсем пулса таврăннă.
"Авангард" (газета Батыревского района)