Пĕрлехи рейд
Районта Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕн хушăвĕпе килĕшỹллĕн "Должник" рейд иртрĕ. Унта ГИБДД, суд приставĕн ĕçченĕсем хутшăнчĕç. Автотранспортпа çỹрекенсем административлă штрафсене епле тỹ- лесе пыни интереслентерчĕ рейда хутшăнакансене. Чылай водитель йĕркене çирĕп пăхăнни палăрчĕ. Айăплисен вара явап тытма тиврĕ.
"Авангард" (газета Батыревского района)