Вулавăшра ăша пусарма та, спектакль курма та пулать
РЕСПУБЛИКĂРА чи лайăх вуланакан кĕнеке пирки конкурс пынă май, Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăри ача-пăча уйрăмĕнче кĕнеке тусĕсем юратнă авторсен хайлавĕсене çеç вуласа киленмен, спектакль та пăхса савăннă. Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти тăваттăмĕш класра вĕренекен ачасем С. Сафьянова вĕрентекен ертсе пынипе Лидия Саринен "Çул çинче" пьесине питĕ ăста кăтартса панă. Куракансем çамрăк артистсен пултарулăхĕнчен тĕленмеллипех тĕлĕннĕ. Пĕрре куçпа курни вара произведение темиçе хут вуланинчен те пахарах.
"Авангард" (газета Батыревского района)