Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Маларах сасăласси старт илчĕ

Мартăн 10-мĕшĕнче "Единая Россия" партин вырăнти уйрăмĕн политканашĕн ларăвĕ иртрĕ. Вăл кăçалхи кĕркуннехи вырăнти хăй тытăмлăхĕн органĕсен (районти тата ял тăрăхĕсен Пухăвĕсен депутачĕсен) суйлавĕ валли "Единая Россия" партинчен кандидатсем сĕнсе вĕсемшĕн маларах партинче сасăлас ыйтăва пăхса тухрĕ.

Сасăлава ирттерес тата унта хутшăнас енĕпе тухса тăракан ыйтусемпе "Единая Россия" партин вырăнти ĕç тăвакан комитетне çак адреспа тухмалла: Патăрьел ялĕ, Ленин проспекчĕ, 5-мĕш çурт, 4-мĕш пỹлĕм. Тел.: 89373746048.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 марта 2015
14:35
Поделиться