Техникăна тĕрĕслев витĕр кăлармаллах
Раççей правительствин _ Министрсен Канашĕн 1993 çулхи декабрĕн 13-мĕшĕнче кăларнă "Раççей Федерацийĕнчи хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тата ытти тĕрлĕ техникăна патшалăх енчен тĕрĕслесси" тата Раççей Федерацийĕн Правительстви 2013 çулхи ноябрĕн 13-мĕшĕнче "Раççей Федерацийĕнчи патшалăх техника надзор органĕнче регистрациленнĕ хăй тĕллĕн çỹрекен машинăсене тĕрĕслесси" постановленийĕсемпе килĕшỹллĕн, Чăваш Енри патшалăх технадзор планĕпе пăхнă тăрăх, республикăра, çавăн пекех районта та организаци-предприятин, ял хуçалăх эртелĕсен, фермер хуçалăхĕсен тракторĕсене, кăкарса çỹремелли хатĕрĕсене мартăн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 31-мĕшĕччен тĕрĕслев витĕр кăлармалла. Ятарлă комисси асăннă тапхăрта техника мĕнле шайрине пăхать, çын сывлăхĕшĕн тата пурнăçĕшĕн хăрушлăх кăларманнине, çут çанталăка сиенлеменнине, машинăсен шутне тĕрĕс палăртать.
И. ВАСИЛЬЕВ, патшалăх технадзорĕн районти аслă инспекторĕ