Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Айхи вулавĕсем" _ тăххăрмĕш хут

РАЙОНТА Литература тата Константин Иванов çулталăкне халалланă мероприятисем çине-çинех йĕркеленеççĕ. Çак кунсенче Çĕньялта тĕнчипе чапа тухнă ентеш-поэтăмăр Геннадий Айхи тата Константин Иванов поэзине юратакансем "Айхи вулавĕсем" сăвă конкурсне пуçтарăннă. Тăххăрмĕш хут хапăл тунă сăмах ăстисем çакнашкал тупăшăва. Вăл хĕрỹ иртни те паллă: 108 вĕренекен сцена çине тухса хăйсен пултарулăхне кăтартнă. Жюри членĕсене ĕçлеме çăмăлах пулман. Çĕнтерỹçĕсене вĕсем тĕрлĕрен номинаципе хакланă: Г. Айхи сăввисене чăвашла тата вырăсла ăста вуласси, К. Иванов сăввисене чăвашла вуласси.

Сăвă конкурсĕн çĕнтерỹçисем район администрацин вĕрентỹ, социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕ тата архив ĕçĕсен пайĕн дипломĕсене тивĕçнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
25 февраля 2015
10:26
Поделиться