Талантлă та хастар ачасене _ тепĕр тĕрлĕ стипенди
КУ ЧУХНЕ шкулта вĕренỹре те, общество пурнăçĕнче те, творчество шайĕнче те хастар та пултаруллă ачасем хăйсем валли "шалу" ĕçлесе илме пикенни ĕнер-паян çеç мар. Республика Пуçлăхĕн йышăнăвĕпе килĕшỹллĕн 2002 çултанпах талантлă çамрăксем уйăхсерен ятран паракан стипендие илсе тăраççĕ. Çакнашкал хавхалантару район шайĕнче те пур. Чи тивĕçлисем район администраци пуçлăхĕн стипендийĕпе тухăçлă усă кураççĕ. Халĕ, акă, тата тепĕр шайри чыслав. Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Председателĕн çумĕ Олег Мешков кăçалхи январĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа тăван Пăлапуç Пашьел шкулĕн пур енĕпе те кăтартуллă ывăл-хĕрĕсене тепĕр тĕрлĕ стипенди пама йышăннă. Телейлисем хушшинче 2 _ 11 класра вĕренекен вунă ача. Кашни хастара тивĕçекен 500-шер тенкĕ укçана вĕсем иккĕмĕш хут та алла илнĕ. Хальлĕхе ĕç укçине мĕн тĕллевпе усă курни паллă мар-ха. Шанас килет, хисеплĕ ентешĕн кĕмĕлне пылак çимĕç илсе çеç пĕтермĕç.
Сăмах май каласан, паян асăннă шкулта республика, район шайĕнчи стипендине илсе тăракан тепĕр виçĕ хастар та пур.