Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Районти ветслужбăн производство канашлăвĕ

Районти ветеринари службин ĕçченĕсем хăйсен ĕçĕ-хĕлне пĕтĕмлетнĕ. Канашлăва район администраци пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ _ ял хуçалăх, экологи, экономика, çĕр хутшăнăвĕсен пай пуçлăхĕ М. Калмыков хутшăннă, районта ял хуçалăх продукцийĕ туса илес тĕлĕшпе тунă ỹсĕмсемпе паллаштарнă, умра тăракан ыйтусене çивĕчлетнĕ.

Канашлура зонăри ветеринари лабораторийĕн директорĕ Л. Ефимова иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă. Отчет кăтартă-вĕсемпе çулталăк тăршшĕпе 146 ĕç тĕпчени паллă.

Канашлура иртнĕ çулта кăтартуллă ĕçленĕ ветеринари участокĕсене те палăртса хăварнă. Çулталăк итогĕпе Первомайскисем (заведующийĕ Н. Трофимова) пĕрремĕш, Аслă Чеменсем (заведующийĕ С. Михайлова) иккĕмĕш, Сăкăтсем (заведующийĕ Т. Чумакова) виççĕмĕш вырăнсене йышăннă. Районти ветеринари службин пуçлăхĕ П.Ефимов пурне те кăтартуллă ĕçшĕн тав тунă, малашлăхра ырă улшăнусем суннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
18 февраля 2015
12:16
Поделиться