Аллăмĕш пепке _ Сăкăтран
ЮРАТАКАНСЕН кунĕ умĕн районти ЗАГС пайĕн ĕçченĕсем аллăмĕш пепке ячĕпе çуралнă хут çырса ашшĕ-амăшне парнеленĕ. Хальхинче телейлисем _ Сăкăтран. Ырă кăмăллă аист Сулагаевсен çемйине пĕчĕк хĕр пĕрчи илсе килнĕ. Яночкан алли çăмăл пулнă курăнать, ун хыççăнах Çырăнтару керменĕнче çут тĕнчене килнĕ тепĕр вун пĕр "çĕнĕ кайăка" регистрациленĕ. Хальхи вăхăтра районта иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан, çуралакансен йышĕ ытларах пулни те кăмăллă.
"Авангард" (газета Батыревского района)