Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Эрне спорт ăмăртăвĕсемпе пуян пулнă

 РАЙОНТА кашни эрнере тенĕ пекех тĕрлĕрен ăмăрту пулать. Ку тĕлĕшпе иртнĕ эрне те пуян. "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ" массăллă чупу умĕн Первомайскинчи ял тăрăхĕнче Раççей спорт мастерĕн, ЧР тава тивĕçлĕ физкультура ĕçченĕн, тава тивĕçлĕ тренерĕн Владимир Семеновăн парнине çĕнсе илессишĕн каччăсемпе хĕрсем помост çине кĕрешме тухнă. Республика шайĕнчи тупăшура вăйлисенчен вăйлисене пăхса тăма та кăмăллă пулнă. Треньелĕнче йăлана кĕнĕ мини-футбол ăмăртăвне вара ЧР тава тивĕçлĕ учителĕ, нумай çул шкул директорĕнче тăрăшнă Александр Краснова халалланă. Унта та Чăваш Енри чи матур спортсменсем хутшăннă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
14 февраля 2015
09:40
Поделиться