Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Массăллă чупăва хутшăнар

Февралĕн 8-мĕшĕнче "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ _ 2015" массăллă чупу пулать. Вăл кашни ял тăрăхĕнчех иртмелле. Район центрĕнчи "Паттăр" спорт комплексĕн тĕп стадионне вара Патăрьел, Çĕнĕ Ахпỹрт, Тăрăн ял тăрăхĕсенче пурăнакансем тата ытти сывă пурнăç йĕркине кăмăллакансем тухма пултараççĕ. Йĕлтĕр йĕрĕ çине тăракансем 12 сехетре старт илеççĕ. Вĕсем тĕрлĕ дистанцире ăмăртаççĕ. Çĕнтерỹçĕсене дипломсемпе призсем кĕтеççĕ. Çулленех çак чупăва 4 пин ытла çын хутшăнать.



"Авангард" (газета Батыревского района)
13 февраля 2015
15:07
Поделиться