Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

РАЙОНТА _ КУЛЬТУРА МИНИСТРĕ

Иртнĕ эрнере райота Чăваш Республикин культура, наципе архив ĕçĕсен министрĕ В. Ефимов тата унăн çумĕ Т. Казакова пулнă. Вĕсене район администраци пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентỹ, социаллă аталану тата информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕсен пайĕн начальникĕ В. Осипов кĕтсе илнĕ.

Вадим Петровичпа Татьяна Васильевна Патăрьелĕнчи тĕп библиотекăпа, культурăпа кану центрĕпе паллашнă, районта искусствăпа культура мĕнле аталанса пынипе кăсăкланнă. Вĕсем библиотекăсен тата клубсен директорĕсемпе тĕл пулнă, малашлăхри тĕллевсене, культура сферинчи йывăрлăхсене сỹтсе явнă. Директорсем хăйсене хумхантаркан ыйтусене хускатнă. Министр пурне те тĕплĕ хуравланă.

(Хамăр корр.).



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 февраля 2015
10:39
Поделиться