Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Паспорт илекенсене саламланă

 Иртнĕ шăмат кун, Раççейри федераллă миграци службин управленийĕн районсем хушшинчи Патăрьел уйрăмĕнче вун тăватă çул тултарнă яшсене Раççей гражданинĕ пулнине ĕнентерекен документа _ паспорта _ илнĕ ятпа савăнăçлă уяв йĕркеленĕ. Вĕсем хушшинче Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулти 8 а класра вĕренекен Максим Мазяковпа Кирилл Яковлев та пур. Алла пĕрремĕш хут паспорт тытнă çамрăксене миграци службин ертỹçи, шалти ĕçсен службин подполковникĕ Г. Сугутский саламланă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
28 января 2015
11:32
Поделиться