Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Сайтсен рейтингĕ паллă

 КУ ЧУХНЕ район халăхĕшĕн тĕрлĕ шайра пичетленсе тухакан хаçат-журнал çеç информаци çăл куçĕ шутланмасть. Хыпар-хăнар пухмачĕсенчен чи пуянни _ район сайчĕ. Çак кунсенче райадминистрацин социаллă аталану, информаци тивĕçтерĕвĕпе архив ĕçĕн пайĕ 2014 çулта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем хăйсен сайчĕсенче халăха валли тулли те кирлĕ информацисем лартас тĕлĕшпе йĕркеленĕ конкурса пĕтĕмлетнĕ. Вун тăхăр ял тăрăхĕнчен Алманчăсем пĕрремĕш вырăн йышăнса район администрацийĕн дипломне тивĕçнĕ. Сайта йĕркелесе пыракан Т. Каруева тăрăшнипе çулталăкра вĕсем халăх валли тĕрлĕрен темăпа 845 хыпар лартнă, пĕлтерỹсемпе кирлĕ саккунсене ял çынни патне вăхăтра çитернĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
21 января 2015
12:19
Поделиться