Саккуна пăсрăн, явап тыт!
РАЙОН прокуратури час-часах уйрăм предпринимательсем ĕç законодательствине мĕнле пăхăннине тĕ-рĕслет. Чылай чухне усламçăсем ĕç кодексне пăснă тĕслĕхсем тĕл пулаççĕ. Район прокурорĕ Ю. Фуражников хаçат редакцине пĕлтернĕ тăрăх, хальхинче те пĕр предприниматель сутуçăна ĕçе илни çинчен унăн ĕç кĕнекине çырман. Унсăр пуçне тепĕр йĕркене пăснă тĕслĕхе те тупса палăртнă. РФ Ĕç кодексĕн 136 статйин 1 пайĕпе килĕшỹллĕн вĕсене ĕç укçи пирки расчет хучĕсене паман, шалупа уйăхне пĕр хутчен çеç татăлнă. Маларах асăннă çитменлĕхсене тĕпе хурса район прокуратури административлă право йĕркине пăсни пирки ĕç пуçарнă. Саккуна пăсаканăн вара явап тытмах тивет.