Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Электрон тетелне хăнăхса пыратпăр

 ИКĔ-ВИÇĔ çул каялла кăна-ха электрон çыхăнăвĕпе тухтăр патне çакланасси пирĕншĕн тупмалли юмах вырăнĕнче пекчĕ çеç. Çак меслетпе шурă халатлисемпе хамăрăн чир пирки куçа-куçăн калаçасси те иккĕлентеретчĕ. Паян вара компьютер ĕмĕрĕ больницăсене те çĕнĕлле ĕçлеме хăнăхтарчĕ. Кăçалхи вун пĕр уйăхра çеç врач патне электрон регистратури урлă тăватă пине яхăн пациент çырăннă. Ку çеç те мар-ха, республикăри сиплев учрежденине кайса хăйсен сывлăхне тĕрĕслеттерес текенсем те çавăн чухлĕ хушаматах компьютера кĕртнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
20 декабря 2014
11:50
Поделиться