Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Пушарăн сăлтавĕ _ ăшăнма шутласа кăларнă кăмака

ИНКЕК тени куçа курăнса килменнине пĕлсе тăрсах, тепĕр чухне ун валли сăлтавне хамăрах шыраса тупатпăр. Çак кунсенче районти пушар хуралĕн ĕçченĕсем васкавлă пулăшу машинипе каллех Хирти Пикшике васканă. Икĕ эрнере çак ялта иккĕмĕш хут вăрăм алăллă вутпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Хальхинче ирхине вунă сехет çитеспе Айсинсен хуçалăхĕнче сасартăк вут-çулăм алхасма пикеннĕ. Инкекĕн сăлтавĕ чылай чухнехиллех ỹкĕнĕçлĕ çаврăнса тухнă. Кил хуçи хĕллехи кунта машина ларакан гаража хăйсем ăсталанă электрокăмакапа ăшăтма шутланă та... Юрать-ха, вут-çулăма ытлашши алхасмах паман, пурăнакан çуртне вут серепинчен сыхласа хăварнă.

Сăмах май каласан, районта шута илнĕ юлашки икĕ пушар та çак ялта пулнă.



"Авангард" (газета Батыревского района)
17 декабря 2014
09:54
Поделиться