Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Вутран шыв пек, шывран вут пек хăрани кирлех

ПУРНĂÇРА сиксе тухакан синкерлĕхсем чылай чухне хамăртанах килеççĕ. Вăл шутра вут-кăварпа çыхăннă пăтăрмах та. Сăмахран, кăçал çулталăк пуçланнăрапа пирĕн тăрăхра "01" служба ĕçченĕсем 28 хутчен пушарпа куçа-куçăн кĕрешнĕ. Инспекторсемпе дознавательсем çырнă протоколсене çичĕ ушкăна уйăрма пулать. Урăхла каласан çичĕ сăлтавпа çемьесем пысăк тăкак курнă, инкек тỹснĕ. Вĕсенчен чи пысăк пĕлтерĕшли _ çынсем электрооборудованисемпе усă курнă чухне пушар хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни. Чикарккă туртнă чухне асăрханманран кил-çурт вут серепине çакланнă тĕслĕхсем те пур. Иртнĕ çул çакăншăнах сакăр çемье вут мăшкăлĕ пулнă! Юрать-ха кăçал тăваттă çеç. Ватăсем мĕн ĕлĕкех вутран шыв пек, шывран вут пек хăрама хушнă. Çакна пăхăнни вара инкекрен асăрханнипе танах.



"Авангард" (газета Батыревского района)
08 ноября 2014
08:48
Поделиться