Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Аттепе пĕрле вулатпăр"

Культура çулталăкĕнче республикăри ача-пăча библиотеки "Вулакан аттесем пиншер" конкурс йĕркеленĕ.

Унăн тĕп тĕллевĕ _ ачасене кĕнеке вулама явăçтарасси тата ашшĕсене ачасем мĕнпе интересленнипе кăсăклантарасси. Çак кунсенче районти культурăпа кану центрĕнче конкурсăн итогĕсене пĕтĕмлетнĕ. Уява Патăрьелĕнчи пĕрремĕш вăтам шкулта вĕренекенсем аттесене халалланă литмонтажпа уçрĕç.

Районти культура тата информаципе тивĕçтерекен пай ертỹçи Полина Логунова конкурса хутшăннисене саламланă май ачасем ашшĕсемпе çывăхланни, вĕсенчен ырă тĕслĕх илни, ашшĕсем ачисен пурнăçĕпе интересленни лайăх пулăм пулнине палăртрĕ.

Районти ашшĕсен Канашĕн председателĕ Петр Перепелкин: "Кирек мĕнле çемьере те ачасем ашшĕ-амăшĕнчен тĕслĕх илеççĕ, вĕсене курса малалла ăнтăлаççĕ. Ачасемпе пĕрле телевизор курни тата хоккейла е футболла вылянисĕр пуçне вулавăшсене пĕрле çỹресе ача кăна мар, ашшĕсем хăйсем те тавра курăмне анлăлатаççĕ, ачалăха аса илеççĕ", _ терĕ. Республикăри ача-пăча библиотекин директор çумĕ Татьяна Миронова çак проектпа тата унăн мультимедийлă презентацийĕпе паллаштарчĕ. Çавăн пекех асăннă вулавăш ĕçченĕсем Наталья Громовапа Галина Кузьмина ачасемпе ашшĕсен хушшинче "Угадай сказку" тата "Объяснялка" конкурссем ирттерчĕç. Унта хутшăннă ашшĕсемпе ачисем пурте "Аттепе пĕрле вулатпăр" проектăн ятне çырса тунă ỹкерчĕклĕ буклета тивĕçрĕç.

Авто-флешмоб уявне Валерий Кошкин писатель-поэт тата Шупашкарти искусство шкулĕн ĕçченĕ Эльвира Соловьева хăйсен чĕрене пырса тивекен сăвви-юррисене шăрантарса куракансен кăмăлне çĕклерĕç. Библиотека ĕçченĕсем ашшĕсемпе ачисем малашне те иртекен мероприятисене активлă хутшăнасса тата библиотекăна пĕрле вулама çỹрессе шанаççĕ.

Н. ИСАЕВА, районти тĕп библиотека директорĕ



"Авангард" (газета Батыревского района)
01 ноября 2014
15:44
Поделиться