Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Кашни каччăн салтака каймалла!

2014 çулхи октябрĕн 1-мĕшĕнчен Тăван çĕр-шыва хỹтĕлеме каймалли кĕркуннехи тапхăр пуçланчĕ. Раççей Федерацийĕн Президенчĕн Указĕпе килĕшỹллĕн черетлĕ çар призывĕ Çĕнĕ çулччен, декабрĕн 31-мĕшĕччен тăсăлĕ. Хальхи вăхăтра черетлĕ кампанине хатĕрленсе ирттерсе ярас тĕллевпе районта мĕнлерех ĕçсем пыраççĕ-ши? Пулас салтаксене еплерех çĕнĕлĕхсем кĕтеççĕ? Çак тата ытти хăш-пĕр ыйтусемпе кăсăкланса пирĕн хаçат сотрудникĕ çар комиссариачĕн Патăрьел тата Шăмăршă районĕсен пай пуçлăхĕпе П. Г. Васюковпа тĕл пулса калаçнă.

_ Темиçе ĕмĕр хушшинче салтакăн çар службинче тĕрлĕрен улшăнусем пулса иртрĕç. Патша влаçĕ вăхăтĕнче мăн асаттесем 25-шер çул хĕсметре тăни те пулнă. Кĕреçе сухаллансах таврăннă вĕсем килĕсене. Ас тăватпăр-ха, темиçе çул каялла çеç салтак аттине тăхăннисем икĕ çул çĕр-шыва куç пек сыхласси пирки присяга йышăнатчĕç. Ку саккуна та улшăнусем кĕртрĕç, паян Конституци умĕнче хăйсен тивĕçне пурнăçлакансем вун икĕ уйăх çеç тăван-пĕтенрен аякра пулаççĕ. Çакна çамрăксем мĕнлерех йышăнаççĕ?

_ Чăн малтанах акă мĕн палăртса хăвармалла. Салтак _ яланах хисеплĕ. Кăçалхи кĕркуннехи призывра Раççейре пурăнакан 154 000 гражданин çар тумĕ тăхăнĕ. Чăваш Ентен 1204, Патăрьелĕнчен вара 65 çамрăка ваттисен пиллĕхĕпе сĕт çулĕпе кайса çу çулĕпе таврăнма ырă сунĕç. Призывниксен ушкăнĕнче 18 _ 27 çулсенчи яшсем.

Салтак атти яланах тарлă та, йывăр та пулнă. Хальхи вăхăтра çамрăксем хăйсен кăмăлĕпех, ырă туйăмпах çар комиссариатне килни паха, пĕлтерĕшлĕ. Ку тĕлĕшпе ашшĕ-амăшĕн витĕмĕ ỹсни те туйăнать. Сăмах май каласан, тĕрлĕ сăлтавпа çар службине каймалли мероприятисенчен пăрăнса çỹрекенсен йышĕ çулсерен сахалланса пырать. Паянхи куна районĕпе çак ушкăнта çирĕме яхăн каччă.

_ Раççей Федерацийĕн Уголовлă Кодексĕн 328 статйипе килĕшỹллĕн кăçал суд сакки çине ларнисем пур-и?

_ Патăрьел районĕнче салтак службинчен тарса çỹренĕшĕн икĕ, Шăмăршăра пĕр çынна айăпланă, 200-шер пин тенкĕ штраф тỹлеттернĕ. Анчах çакă малашне çара каяссинчен хăтармасть, гражданинăн хăйĕн тивĕçне пурнăçласах пулать.

_ Павел Георгиевич, çемьере арçын ача çуралсанах ваттисем салтака юрăхлă пултăр теççĕ. Хĕрсем пирки вара урăхла пил панине илтнĕ, анчах çар тумне тăхăнмаллине мар...

_ Чăнах та ку чухне Раççей çар ретне тăракансем хушшинче чиперккесене те асăрхама пулать. Пысăк чунлă, çирĕп кăмăллă, иксĕлми вăй-халлă хастарсем пирĕн районта та тупăнсах тăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа тĕрлĕрен çар чаçĕнче службăна малалла тăсма 34ăн кайнă. Вĕсен хушшинче вара шăпах икĕ хĕр ача çар тивĕçне пурнăçлать. Унсăр пуçне çар училищисене те вĕренме кĕреççĕ.

_ Ноябрĕн малтанхи вунăкунлăхĕнче кĕркуннехи призывра ят тухнисен малтанхи ушкăнне районти çар комиссариачĕ умĕнчен чыслăн та хисеплĕн ăсатĕç. Çапах та малтанхи çулхипе танлаштарсан строя тăракан салтаксене мĕнле çĕнĕлĕх кĕтет-ши?

_ Хальхи призывра аслă пĕлỹллĕ каччăсем пуçласа хăйсен служба срокне суйлама пултараççĕ: пĕр çула е иккех? Ку вара акă мĕнрен килет. Сроклă службăна каяс пулсан, çулталăк салтак пăттине çийĕ, контрактпа _ икĕ çуллăха.

Çар ретне тăракан кашни призывниках грипп чирĕнчен прививка туни те çĕнĕлĕх. Вăл вара тăван çĕр-шыв хỹтĕлевçин çирĕп сывлăхĕпе çыхăннă.

_ Павел Георгиевич, тавах сире калаçушăн. Пирĕн тăрăхран Раççей çарĕн тĕрлĕ чаçне службăна каякан салтаксем сире ырă хыпарпа, пысăк çитĕнỹпе, анлă тавра курăмпа çеç савăнтарччĕр, каялла пысăк хавхаланупа тата нумай-нумай тав хучĕсемпе таврăнччăр. Урăхла каласан, Патăрьелсен ятне ан яччĕр.

_ Тавах, çапла пултăр!

Калаçăва А. ЕГОРОВА çырса илнĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
22 октября 2014
15:15
Поделиться