Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Хамăр сывлăх хамăр алăра

ÇУЛСЕРЕНЕХ кĕрлĕ-çурлă çанталăкра больницăна утакан йышлă. Пĕрисен çан-çурăм ыратать, теприсене юн пусăмĕ канăç памасть е тата ытти те. Çак вăхăтра шăпах шăнса пăсăлакансем, ỹслĕкпе нушаланакансем, сунаслакансем те нумай. ОРВИ теççĕ ăна медицина чĕлхипе. Çакнашкал паллăсемлĕ чире халăхра грипп текен те пур. Усал амак çемьесемпе коллективсене, шкулсемпе ача сачĕсене ерсе ан нушалантартăр тесе кашни çулах шурă халатлисем прививка тăваççĕ. Хăшĕ-пĕри вара унтан пăрăнма хăтланни _ чире хирĕç утниех.



"Авангард" (газета Батыревского района)
11 октября 2014
14:48
Поделиться