Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

"Хĕлип хĕрĕ" кĕтмен хăна ан пултăр

 НУМАЙ пулмасть çеç сар хĕвел хăйĕн пайăркисемпе хавхалантарса ял çыннине урама илĕртетчĕ. Сисмерĕмĕр те, симĕс шăрчăк ешĕл курăк çинче сиксе çỹрекен вăхăтсем иртрĕç те кайрĕç. Акă, хура кĕркунне алăк урати урлă каçасшăн. Ун хыççăнах "Хĕлип хĕрĕ" хĕл ларма хатĕрленет... Урăхла каласан, шартлама сивĕсем умра. Çак кунсенче çанталăка сăнаса тăракансем çумăрпа хутăш юр пĕрĕхме пултарасси пирки те систерчĕç. Апла пулсан, Пукравччен (октябрĕн 14-мĕшĕнче) пĕтĕм шăтăк-çурăка питĕрмеллех: килсенче те, кантурсенче те. Сăмах май каласан, районта ача-пăча, сывлăх учрежденийĕсенче, ваттисен çурчĕсенче хутса ăшăтмалли котельнăйсене ĕçе яма ĕлкĕрчĕç. Ыттисен те ку тĕлĕшпе хыпаланма тивĕ.



"Авангард" (газета Батыревского района)
04 октября 2014
09:24
Поделиться