Чи лайăххисеп паллă
Районта тавралăха хăтлăх кỹртессипе тата симĕслетессипе çуллен иртекен конкурса пĕтĕмлетнĕ.
"Кăтартуллă урам" ята Ишлĕри Крепков урамĕ тивĕçнĕ. "Чи лайăх хушма хуçалăх" номинацире 1-мĕш вырăн Анат Тăрмăшри Г. Петров хуçалăхĕ çĕнсе илнĕ. 2-мĕшне вара Шăнкăртамри Р. Янтыков, 3-мĕшне Пăлапуç Пашьелĕнчи Ю. Князькина тухнă.
Турханти психоневрологи интерначĕ "Чи хăтлă организаци территорийĕ" номинацире малти вырăна йышăннă. Çавăн пекех Турханти пĕтĕмĕшле практика офисĕн, Пăлапуç Пашьелĕнчи фельдшерпа акушер пункчĕн, Шăнкăртамри "Сандугач" ача сачĕн, Первомайскинчи культура аталанăвĕн тата библиотека тивĕçтерĕвĕн центрĕн, Патăрьелĕнчи А. Краснов предпринимателĕн автомашина çăвакан территорийĕсене лайăх енчен палăртса хăварнă.
Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх, Вăрманхĕрри Шăхалĕнчи Тĕп урамри ача-пăча лаптăкĕ "Пурте усă куракан чи хăтлă объект" ята илнĕ.
"Чи хăтлă ял" номинацие кăçал пĕр ял та тивĕçеймен.