Батыревский муниципальный округПатăрьел муниципалитет округĕ

Асăрхануллăх уйăхлăхĕ

ЮЛАШКИ вăхăтра пĕтĕм çĕр-шывĕпех çулсем çинче ачасемпе çыхăннă инкексем тăтăш тĕл пулнине шута илсе Чăваш Республикин шалти ĕçсен пайĕн çул çинчи хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕ тата Вĕрентỹ министерстви сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа октябрĕн 15-мĕшĕччен обществăлла йĕркелĕхе сыхлас, хăрушсăрлăх йĕркине ачасене вĕрентес тĕллевпе уйăхлăх йĕркеленĕ. Çак хушăра шкулсенче ачасене çул çинче тимлĕ пулмаллине, çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнмаллине вĕрентсе тĕрлĕ мероприяти иртĕ, ГИБДД ĕçченĕсемпе тĕл пулусем йĕркелĕç. Патăрьелĕнчи ача-пăча вулавăшĕнче тĕрлĕ тĕслĕ хутран, пластилинран ăсталанă çул-йĕр паллисен куравĕ уçăлнă та ĕнтĕ.

Çавăн пекех сентябрĕн 26-27-мĕшсенче районта "Ỹсĕр водитель" операци иртет. ГИБДД ĕçченĕсем кашни иккĕмĕш машинăна чарса тĕрĕслĕç. Çавăнпа та çула тухакан водительсен те, çуран çỹрекенсен те пĕтĕмĕшле йĕркене çирĕп пăхăнмалла.



"Авангард" (газета Батыревского района)
24 сентября 2014
11:38
Поделиться